Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Асамлӑ юрӑ ытамӗнче

«Чӗкеҫ» халӑх ансамблӗ
«Чӗкеҫ» халӑх ансамблӗ. Пӗрремӗш ретре сылтӑмран иккӗмӗшӗ — унӑн ертӳҫи Елена Кондюкова

Илемлӗ те уҫӑ сасӑллӑ Лена ачаранах юрлама юратнӑ. Хӑй пилӗк ҫултах художество пултарулӑхӗн концерчӗсене, смотр-конкурссене хутшӑнма пуҫланине кӑмӑллӑн аса илет. Аксу районӗнчи Саврӑшпуҫӗнче ҫуралса яснӗ чипер хӗр вӑтам шкултан вӗренсе тухсан Хусан культура институчӗн дирижерпа хор уйрӑмне пӗтернӗ.

— Унта хамӑн пӗлӗве ӳстернӗ тапхӑрта «Ҫамрӑклӑх» ансамбльте юрларӑм. Унӑн ертӳҫи декрет отпускне тухсан юлашки курсра ҫав ансамбле ертсе пытӑм. Аслӑ Ҫӗнтерӳ 40 ҫул тултарнине халалласа ирттернӗ Пӗтӗм Союзри смотртан лауреат медальне илсе таврӑнтӑм, — каласа парать Лена.

Аслӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн хӑйӗн тӑван ялӗнчи культура ҫурчӗн директорӗнче икӗ ҫул ӗҫленӗ. Хор йӗркеленӗ, унта аслисене те, ачасене те явӑҫтарнӑ, концертсем лартнӑ, тӗрлӗ смотра хутшӑнса малти вырӑнсене йышӑннӑ. Ӑна ашшӗ — Лев Михайлович Максимов хавхалантарса пынӑ. Ӑста муҫыкант Савгачевӑри шкулта юрӑ учителӗнче ӗҫленипе кӑна ҫырлахман, ялти культурӑпа массӑлла ӗҫсене ирттерме те хастар пулӑшнӑ. Ҫапла хӑйӗн мӑшӑрӗпе Нина Степановнӑпа пӑхса ӳстернӗ пилӗк ачине те пӗчӗккӗллех юрлама-ташлама хӑнӑхтарнӑ, ывӑлне, Мишӑна, баян калама та вӗрентнӗ. Лира аппӑшӗ пекех Хусан культура институтӗнче вӗреннӗ, Полина Елабугӑри культурӑпа ҫут ӗҫ училищин оркестр уйрӑмне пӗтернӗ. Ирина та хитре сасӑллӑ. Лев Максимовӑн хӗрӗсем концертсенче пӗрле юрласа куракансене сахал мар килентернӗ. Кӑҫал Анат Камӑра иртнӗ «Чӑваш шӑпчӑкӗ» конкурсра вӗсен вокал ансамблӗ лауреат ятне илме тивӗҫнӗ.

— Эпир юрра-кӗвве юратасси ӑруран-ӑрӑва пырать. Пирӗн асанне уявсенче, ӗҫкӗ-ҫикӗре нихӑҫан та кичемленсе лармастчӗ, юрӑ пуҫлаканниччӗ. Унӑн ачисем — атте те, мӑнаккасем те — ӑна хунӑ, — пӗлтерет Лена.

Вӑл качча кайсан Чаллӑна куҫса килнӗ. Малтан «Огниво» /«Чакма»/ социаллӑ педагогика комплексӗнче хор студине ертсе пынӑ. Ача-пӑча пултарулӑхӗн хулари центрӗнче вӑй хунӑ тапхӑрта «Савӑнӑҫ» ансамбле ҫӳрекен чӑваш ачисене юрлас ӑсталӑха вӗрентнӗ. Унтан
«Чӗкеҫ» ансамблӗн илемлӗх ертӳҫинче ӗҫлеме тытӑннӑ. Ҫавӑнтанпа, 14 ҫул хушшинче, ку ансамбль уншӑн чӑннипех те чун туртакан тӑван коллектив пулса тӑнӑ. Хусанти Габдулла Тукай ячӗллӗ культура ҫуртӗнче ирттернӗ савӑнӑҫлӑ концертра унӑн пултарулӑхне курнӑ хыҫҫӑн Тутарстан Республикин Президенчӗ Минтимер Шаймиев ансамбль артисчӗсене мухтанине: «Паянхи сцена ҫинчи пек килӗштерсе пурӑнӑр, пӗрре ҫирӗпленнӗ туслӑх тӗввине ан салтӑр», — тесе пехилленине «Чӗкеҫсем» манмаҫҫӗ. 1996 ҫулта «халӑх ансамблӗ» ята илме тивӗҫнӗ коллектив «Чӑваш шӑпчӑкӗ» конкурсра икӗ хутчен лауреат пулнӑ, кӑҫал та малти вырӑна тухнӑ. Тутарстанра кӑна мар, ытти республикӑри ял-хуласенче те концертсемпе пулсан куракансем ӑна тӑвӑллӑн алӑ ҫупса тав тӑваҫҫӗ. Ака уйӑхӗнче хӑй 15 ҫул тултарнине палӑртма хатӗрленекен «Чӗкеҫ» вӑй илсех пырать. Унӑн пархатарлӑ ӗҫне чунран парӑннӑ баянистсем, юрӑҫсемпе ташӑ ӑстисем чӑвашӑн асамлӑ юрри-кӗввипе ҫыннӑн чун-чӗринче ырӑ туйӑмсем вӑратас тесе хӑйсен вӑхӑтне шеллемеҫҫӗ.

Тӑрӑшуллӑ та тясӗмлӗ Ленӑна ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме май туса парас тӗллевпе мӑшӑрӗ Иван Петрович Кондюков яланах пулӑшса пырать. Унпа пӗр тӑвансем Анатолипе Николай та «Чӗкеҫ» ансамблӗн ҫитӗнӗвӗсемшӗн хӗпӗртесе ӑна вӗр ҫӗнӗ икӗ баян парнеленӗ.

Елена Львовнӑпа Иван Петрович виҫӗ ача пӑхса ястереҫҫӗ. Асли, Егор, вуннӑмӗш класра вӗренет, Настя — улттӑмӗш класра, уроксем хыҫҫӑн музыка шкулне ҫӳрет, концертсене хутшӑнать. Тӑваттӑри Катюша садикре кун ирттерет.

— Кӗҫӗннин артист пуласси палӑрать-и? — ыйтатӑп амӑшӗнчен.

— Ара. Кӗвӗ илтсенех ташлама тытӑнать, юрлама та хӑнӑхса пырать. Ашшӗ ӑна нотӑпа паллаштарать, пиллӗк тултарсан музыка шкулне ярасшӑн, — хуравлать Лена хавассӑн.

Вӗсен пысӑк йӑхӗнче юрӑ-кӗвӗ юратакансен йышӗ яссех пыни ашшӗпе амӑшне кӑна мар, тӑванӗсене те савӑнтарать.

Елизавета ИЛЮШКИНА.
«Хыпар», 2006, ака, 20


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-10-17 22:58:46 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2973 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем